Кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Хула ҫыннисемпе хӑнисене парне кӗтет: ҫав кун пӗр троллейбус тӳлевсӗрех илсе ҫӳрӗ.
Вӑл 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус пулӗ. Ӑна ятарласа хӑмпӑсемпе илемлетӗҫ, ҫавна май вӑл инҫетренех курӑнӗ, ӑна палласа илме ҫӑмӑл пулӗ.
Троллейбус тӳлевсӗр кӑна илсе ҫӳремӗ, унта конкурссем те ирттерӗҫ, юрлӗҫ, парнесемпе хавхалантарӗҫ. Вӑл ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 10 сехетчен ҫӳрӗ.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкар уявне анлӑн паллӑ тӑвӗ. Ҫав кун «Челси» ушкӑн концерчӗ пулӗ, фейерверк тӳпене ялкӑштарӗ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти «Элита» ҫӗвӗ хапрӑкӗ чӗрӗк ӗмӗрхи юбилейне уявланӑ. Унта ӗҫлекенсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев сумлӑ кунпа саламланӑ, производствӑна кал-кал ӗҫлеттернишӗн, тавара туянакансене тупма пултарнишӗн мухтанӑ.
Михаил Игнатьев 25 ҫул каялла хапрӑка ӗҫлеттерсе янӑ, хапрӑкӑн малтанхи директорӗ пулнӑ Вера Морозована та уйрӑммӑн ырласа каланӑ. «Эсир хальхи вӑхӑтри производство йӗркелесе янӑ тата тивӗҫлипе хӑвӑр ывӑлӑра, ӗҫ династине тӑсакана, ӳстернӗ», — тенӗ май республика ертӳҫи ӳсекен ӑрӑва йӑлана кӗнӗ хаклавсене тӗпе хурса ачасене тивӗҫлӗ воспитани парассинче, ҫемьери хутшӑнусене йӗркелессинче Вера Морозова тӗслӗх пулса тӑнине палӑртнӑ.
Ҫӗвӗ хапрӑкӗн савӑнӑҫлӑ пухӑвӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнче иртнӗ.
Шупашкара «мӑйракасӑр» троллейбус илсе килсе тӗрӗслессине унччен пӗлтернӗччӗ. Паян ӑна ҫула кӑларнӑ. Унпа хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ярӑннӑ.
Троллейбуса Сарӑтуран Шупашкара темиҫе кунлӑха ҫеҫ илсе килнӗ. Унашкал транспорт 16 миллион тенкӗ тӑрать, электричествӑсӑр 30 ҫухрӑма яхӑн каяйма пултарать. Анчах темиҫе ҫултан унӑн аккумуляторне улӑштармалла. Ку вара 6 миллион тенке кайса ларать.
Ҫӗнӗ транспортпа Владимир Иванов министр та ярӑнса курнӑ. Троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кайнӑ. Анчах Хӗвеланӑҫ поселокне ҫитсен Алексей Ладыков Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме тӗллевленнӗ. Ку кӑна мар – вӗсем «мӑйракасӑр» транспортпа Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн алӑкӗ умнех ҫитсе чарӑннӑ.
Унашкал транспорта пирӗн те туянӗҫ-и? Федераци хысни 16 миллион тенкинчен 6-шне саплаштарма шантарсан та – ҫук. Ыран троллейбус Сарӑту хулине кайӗ.
Ҫитес уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Пӗрлехи сасӑлав кунӗ иртмелле. Аса илтерер, ун чухне чӑваш парламентне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсен пухӑвне 70 депутата суйламалла. Суйлав 21 муниципалитетра иртмеллине те эпир пӗлтернӗччӗ.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑха депутатсене Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри тата Елчӗк районӗсенче суйлама тивмӗ.
Шупашкарта РФ Патшалӑх Думине депутата Леонид Черкесов суйланнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ юлнӑ вырӑна черетлӗ «халӑх тарҫине» палӑртӗҫ. «Тарҫӑ» пулма хальлӗхе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен Владислав Григорьев усламҫӑ, РФКП-рен – Николай Перцев усламҫӑ, РЛДП-тан – РФ Патшалӑх Думин депутачӗн пулӑшуҫи Кристина Алексеева, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫейрен» – юрист бюровӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев, Пенсионерсен партийӗнчен Сергей Зотов техник тата тепӗр виҫӗ кандидат суйлав кӗрешӗвне хӑйсем тӗллӗн тухнӑ: ниҫта та ӗҫлемен Александр Арланов тата икӗ Александр Борисов. Юлашкинче каланисенчен пӗри – электросварщик, тепри ниҫта та ӗҫлемест.
Канаш хулинчи Депутатсен пухӑвне депутата 14 ҫын суйланасшӑн тапаҫланать, Ҫӗнӗ Шупашкара — 11, Улатӑр районне – 5, Канаш районне —10, Пӑрачкав районне — 4, Ҫӗрпӳ районне — 5, Шупашкар районне — 11, Шӑмӑршӑ районне — 10, Етӗрне районне — 16.
Шупашкарти аэропорт кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянӗ. Ӑна кӑларакан предприятипе килӗшӳ туса хатӗрленӗ, укҫан пӗр пайне тӳленӗ. Самолетпа ҫӳрекен сусӑрсене анса хӑпарма меллӗ ятарлӑ транспорта илессине Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килекен спортсмен аэропорта кӳреннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Замир Шкахов спортсмен самолетран коляскӑпа анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр пулманни чӑрмав кӳнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ӑна багаж уйрӑмӗнчен тухма сӗннӗ. Куншӑн спортсмен хӑйне япала вырӑнне хураҫҫӗ тесе кӳреннӗ. Самолет трапӗнчен вӑл алӑ ҫине таянса аннӑ.
Шӑв-шав ҫуратнӑ истори хыҫҫӑн аэропорта амбулифт туянма хистесе суд та йышӑну кӑларнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ» общество организацийӗн председателӗ Ольга Зайцева пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл чылай ҫул йывӑр чирленӗ. Анчах, шел те, чире парӑнтарайман.
Ольга Юрьевна Украинӑри Донецк облаҫӗнчи Енакиево хулинче ҫуралнӑ. 1986 ҫулта вӑл хӗрӗпе тата мӑшӑрӗпе Ҫӗнӗ Шупашкара куҫса килнӗ.
2009 ҫулта Ольга Зайцевӑна «Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ» общество организацийӗн председательне суйланӑ. Вӑл тӑрӑшнипе организаци тавра Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пысӑк пайӗ чӑмӑртаннӑ. 2012 ҫулта ӑна каллех председатель тивӗҫне пурнаҫлама суйланӑ. Тӑрӑшулӑхне кура Ольга Юрьевна чылай наградӑна тивӗҫнӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнине, вӑл унти тасамарлӑхпа кӑмӑлсӑрланнине унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Кун хыҫҫӑн тӳре-шара чӑннипех те шикленнӗ пулмалла – шӑматкунлӑха тухнӑ.
Экологи шӑматкунлӑхне 160 ҫынна яхӑн хутшӑннӑ, пӗтӗмпе Атӑл хӗрринче 80 яхӑн михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ.
Шӑматкунлӑхра пластик кӗленчесене, пӗр хутчен усӑ курмалли сапӑт-сапана пуҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне ӳссе кайнӑ курӑка ҫулса тиесе тухнӑ. Сӳтсе пӑрахнӑ сценӑран тухнӑ хӑма татӑкӗсене икӗ камаз илсе тухнӑ.
Ҫитес шӑматкунлӑха ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 15 сехетре ирттерме палӑртнӑ.
Пӗлӳ кунӗ тӗлне «Шкула пуҫтарӑнма пулӑш!» акци йӗркелӗҫ. Ӑна патшалӑх учрежденийӗсен профсоюзӗ тата Чӑваш Енри ачасен прависене хӳтелекен уполномоченнӑйӑн аппарачӗ ирттерӗ.
Акцие ҫурла уйӑхӗнче ирттереҫҫӗ. Вӑл 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Кӑмӑл пулсан кӗнеке, канцтавар, шкулта кирлӗ хатӗр-хӗтӗр, ача-пӑча пултарулӑхне аталантармалли япаласем илсе килме май пур. Вӗсем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен реабилитаци центрӗнче тата ытти учрежденире пурӑнакан ачасене кирлӗ.
Сусӑр шӑпӑрлансене, нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьери ачасене пулӑшас килет-и? Акцие хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Япаласене социаллӑ учрежденисене илсе пымалла.
ЧР прокуратури Чӑваш Енри Патшалӑх ветеринари службине Ҫӗнӗ Шупашкарти ветеринари клиникине тӗрӗслеме ирӗк панӑ. Тӗрӗслев плана кӗртменни пулӗ.
Ветклиникӑна мӗншӗн тӗрӗслесшӗн-ха? Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрӗн йыттине япӑх пулса кайнӑ. Хайхискер хам-хама ҫав клиникӑна илсе кайнӑ. Унта тӑватӑ ураллӑ туса укол тунӑ, ӑна сӑвӑс ҫыртнӑ тесе палӑртнӑ. Анчах киле ҫитсен пӗр сехет иртнӗ кӑна — йытӑ вилсе кайнӑ.
Ахӑртнех, кунта «Фауна» ветклиника пирки сӑмах пырать. Утӑ уйӑхӗн варринче те ун тӗлӗшпе ҫӑхав пулнӑ. Хальхинче те хӗр процедурӑшӑн укҫа сахал мар тӳленӗ. Анчах йытӑ чӗрӗлес вырӑнне вилнӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитнӗ, анчах унта унӑн кӑмӑлне пӑсакан чылай япала тупӑннӑ. Юханшыв хӗрринчи тирпейсӗрлӗх уйрӑмах тӗлӗнтернӗ ӑна.
Михаил Васильевич спутник хулара ӗнер пулнӑ. Унти Атӑл хӗррине хӑтлӑлатма кӑҫал 14,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унта брусчаткӑран тротуар, саксем, ҫутӑ, велоҫул, ливнесток пулмалла. Анчах хальлӗхе гранит чул кӑна пур. Ӑна пӗлтӗр хурса хӑварнӑ. Вӑл – пулас хӑтлӑлӑх палли. Чул 10 пин тенке яхӑн тӑрать, ӑна спонсор укҫипе лартнӑ.
Атӑл хӗррине хӑтлӑлатмалла-ха, анчах халӗ унти лару-тӑру питех савӑнтармасть: тирпейсӗр. Юханшыв хӗрринче свалкӑсем ӳссе ларнӑ. Ҫитменнине, ҫумкурӑк ашкӑрать. Ачасем вара аслисем ҫук чухнех кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтермен пляжра шыва кӗреҫҫӗ. Михаил Игнатьев хула пуҫлӑхне Ольга Чапрасовӑна лару-тӑрӑва тӳрлетмешкӗн пӗр эрне панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |